Трак енри Красноармейски шкулӗнче «Чӑваш пики — 2012» конкурс иртрӗ. Унта 10 класра вӗренекен маттур чӑваш пикисем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ҫаксем пулчӗҫ: Кириллова Нина (10-а класс), Миронова Анжелика (10-а класс), Никифорова Анастасия (10-б класс тата Степанова Екатерина (10-б класс). Конкурсантҫӑсене чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ Михайлова З.П. хатӗрленӗ. Вӑйӑ-ӑмӑртӑва шкул вулавӑшӗн заведующийӗ Чаховская Э.В. ертсе пычӗ.
Хӗрӳ тупӑшура 10-б класра вӗренкен Никифорова Анастасия ҫӗнтерчӗ. Вӑл район шайӗнче иртекен «Чӑваш пики — 2012» конкурса хутшӑнма ирӗк ҫӗнсе илчӗ.
Саламлатпӑр!
Сӑнсем (33)
Чечек 30 градус сивӗре те ҫурӑлать иккен. Ҫакӑн пек тӗлӗнтермӗш нарӑс уйӑхӗнче Красноармейски тӑрӑхӗнчи Кӗҫӗн Шетьмӗ ялӗнчи шкулта пулса иртнӗ теҫҫӗ.
Шкулӑн биологи вӗрентекенӗ Илларионова Ю.В. тӑрӑшнипе кун пек савӑк самантсем кашни ҫул пулса иртеҫҫӗ мӗн. Тӗрӗсрех каласан, чечексем ҫуркунне тӗлне ҫурӑлатчӗҫ, анчах та кӑҫал юратса ӳстернӗ тюльпансем сап-сарӑ чечекӗсене хӗл варринче чӑтма ҫук самай сивӗ кунсенчех кӑларчӗҫ. Сарӑ тюльпан. Чӳречерен тахҫанах кӗтнӗ ӑшӑ хӗвел пӑхнӑ евӗрех туйӑнаҫҫӗ ҫак ылтӑн парнесем.
Кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Красноармейски-Трак район вулавӑшӗн вулав пӳлӗмӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Янкасҫӑсем кун йӗркинчи ҫак ыйтусене пӑхса тухрӗҫ:
1. Н.Я. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн 2012 ҫулхи ӗҫ планне пӑхса тухса ҫирӗплетесси.
2. Нестер Янкас ячӗллӗ премин 2012 ҫулхи лауреачӗсене палӑртасси.
3. «Шетмӗпе Ҫавал кӗввисем» юрӑ-кӗвӗ фестивальне ирттересси.
4. «Тӑван Атӑл» журналта ятарлӑ литература страници кӑлармашкӑн авторсене суйласа илесси.
Пӗрремӗш ыйтупа пӗрлӗх ертӳҫи Георгий Тусли ҫыравҫӑ тухса калаҫрӗ. Вӑл пӗлтӗр тунӑ ӗҫсем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ, кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫсене палӑртрӗ. 2012 ҫулта янкасҫӑсен юбилейӗсем те пулаҫҫӗ: Георгий Тусли хӑй 65 ҫул тултарать, Николай Янкерпа Николай Карай поэтсем — 70 ҫул, Николай Филимонов — композитор-музыкант ҫуралнӑранпа вара 75 ҫул ҫитет. Ҫак паллӑ кунсене чыслӑ ирттерсе ямалла.
Иккӗмӗш ыйтупа пӗрлӗх правленийӗн пайташӗсем ҫапла йышӑну турӗҫ: Нестер Янкас ячӗллӗ премин 2012 ҫулхи лауреачӗсен ятне Упи вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ, алӑ ӑсти, илемлӗ сӑнӳкерӳ маҫтӑрӗ И.
Кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче Красноармейски-Трак район администрацийӗн ҫурчӗн лару залӗнче район депутачӗсен Пухӑвӗн черетлӗ 12-мӗш ларӑвӗ пулса иртнӗ. Вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма А. В. Шестакова ҫирӗплетнӗ.
Лару ӗҫне район администрацийӗн управленийӗсемпе пайӗсен начальникӗсем, ял тӑрӑхӗсен, предприятисен, учрежденисемпе организацисен пуҫлӑхӗсем, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлекен пайӗн начальникӗ А. Добрышкин, Чӑваш Республикин Вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Е. Казакова, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ , "Чӑваш бройлерӗ” уҫӑ акционер обществин директорӗ В.Николаев хутшӑннӑ. Лару кун йӗркине лартнӑ 8 ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Малтанхи 4 ыйтӑвӗ район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетессипе ҫыхӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетессипе ӗҫлекен комисси председателӗ В. Григорьев конкурс кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхне ҫирӗплетмелли конкурсра Валерий Юрьевич Ивановпа Андрей Владимирович Шестаков мала тухнӑ.
Чӳкӗн 8-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.В. Игнатьев ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулчӗ.
Кӑнтӑрла иртсен чи малтанах Михаил Васильевич тулли мар яваплӑ «Чесла» тата «Чесла — АСТ» пӗрлешӳсене ҫитрӗ, вӗсенче ӗҫлекенсемпе курнӑҫрӗ. Ку пӗрлешӳсем 2004–2005 ҫулсенченпе ӗҫлеҫҫӗ, ҫӗршывӗпех саланакан атӑ-пушмак хатӗрлеҫҫӗ, предприятисенче 92 тата 86 ҫын вӑй хураҫҫӗ. «Ю.А. Дурасов ырӑ тӗслӗх кӑтартакан ертӳҫӗ. Вӑл ҫакнашкал производство йӗркелесе чылай ҫын валли ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем туса хунӑ», — палӑртрӗ Элтепер.
Унтан ҫул ҫӗнӗрен тӑвакан «Трак керамики» заводалла выртрӗ. М.В. Игнатьева кунти ӗҫсемпе хупӑ йышши «ТУС» акционер обществин тӗп директорӗ Н.Ф. Угаслов паллаштарчӗ. Николай Федорович каланӑ тӑрӑх, строительство ӗҫӗсем кӑҫалхи кӑрлачра пуҫӑннӑ, ҫулталӑкра 60 миллион штук керамика кирпӗчӗ кӑларма тытӑнакан завода 2012 ҫулта туса пӗтермелле, пӗрремӗш продукцие вара 2013 ҫулта кӑлармалла, унӑн хакӗ аякран кӳрсе килекеннинчен чылай йӳнӗрех пулмалла.
Выльӑх-чӗрлӗх вӑрлакансене тытса чарнӑ. Пуҫиле шырав ӗҫченӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен ушкӑнӗ республикӑри 7 районта пурӑнакнасене сӑтӑр тунӑ. Ҫулла мӑйракаллӑ шултра выльӑх йышлӑ ҫухалма пуҫланӑ. Преступленисем пӗр евӗрлӗ пулса иртнӗ. Вӑрӑсем ҫул хӗррипе е ял айккинче кӑкарнӑ ӗнесене кӑвак тӗслӗ «Газель» ҫине тиесе кайнӑ. Икӗ уйӑх шырав ирттерсен полицейскисем вӑрӑсене тытса чарнӑ. Октябрь вӗҫӗнче Красноармейски районӗнче 24-25 ҫулхи каччӑсене ӗнесем вӑрланӑ вӑхӑтра тытнӑ. Хурахсем — Канаш ҫыннисем пулнӑ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, грузовик водителӗ выльӑхсене хӑй патне илсе ҫитернӗ те кайран услам тума сутнӑ. Ҫамрӑксем ҫапла майпа сахалтан та 12 хут вӑрра тухнӑ тесе шутлаҫҫӗ опретивниксем. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫакӑн евӗр ытти преступленисене хутшӑннине тӗрӗслеҫҫӗ.
Юпан 11-мӗшӗнче Красноармейски ялӗнчи Ленин урамӗнчи 89-мӗш ҫуртра (финн поселокӗн микрорайонӗнче) халӑх апатланӑвӗн ҫӗнӗ предприятийӗ — «Трак ен» кафе — уҫӑлчӗ.
Ҫав ятпа кунта иртнӗ савӑнӑҫлӑ мероприятине район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В. В. Александров, ытти хӑнасем, «Уяв» фольклор ансамблӗ хутшӑнчӗҫ.
«Ӑнӑҫлӑ ӗҫлемелле пултӑр сирӗн», — терӗ Владимир Валерьянович хӗрлӗ хӑйӑва каснӑ май.
Кафе директорӗ Л. М. Петрова ӑна, ытти хӑнасене ӑшшӑн тав турӗ, «Трак ен» алӑкӗ пурин валли те уҫӑ пулнине палӑртрӗ.
Пӗлме. Людмила Михайловна Петрова — Красноармейски районӗнченех, Васнар ялӗнчен. Халӑх апатланӑвӗн тытӑмӗнче нумай ҫул вӑй хурать. 2001 ҫулта ӑна «Раҫҫей Федерацийӗн мастер-поварӗ» ят панӑ.
Кафере 2 зал: пӗри 80 ҫын вырнаҫмалӑх, тепри (банкетсем ирттермелли пӗчӗк зал) — 12 ҫын валли. Вӗсенче таса та ҫутӑ, хӑнасене тарават йышӑнма пӗтӗм майсем пур. Пысӑк зал стени ҫине хальхи йышши телевизор вырнаҫтарнӑ: спорт тата вӑйӑ, ытти передачӑсем пӑхма меллӗ.
Вӑрнар районӗнчи Калинино «Ялти бокс академийӗ» никӗсӗ ҫинче республикӑра бокс енӗпе мала тухассишӗн «Урожай» физкультурӑпа спорт обществин ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.
Унта 6 районти ҫӗре яхӑн спортсмен хутшӑннӑ, ҫав шутра — красноармейскисем те. 1994—1995 ҫулсенче ҫуралнӑ ҫамрӑк боксерсем хушшинче 69 килограмлӑ виҫере Красноармейскинчи вӑтам шкулти Александр Тимофеев чемпион пулса тӑнӑ. Вӑл финалта Нурӑс шкулӗнче 11-мӗш класра вӗренекен Валерий Яшина ҫӗнтенрнӗ. Сӑмах май, Валера та Красноармейски каччиех, 10-мӗш класа Красноармейски 2-мӗш шкулӗнче вӗренсе пӗтернӗ. Амӑшӗ те, Игнатьева Т.А., Красноармейскинчех пурӑнать. Александр Тимофеевпа пӗр класра вӗренекен Александр Павлов 75 килограмлӑ виҫере иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. 1993 ҫулта ҫуралнӑ тата унран аслӑрах спортсменсем хушшинче 81 килограмлӑ виҫере Красноармейскинчи Вадим Сергеев чемпион ятне ҫӗнсе илнӗ. Вӗсене дипломсемпе тата асӑнмалӑх призсемпе чысланӑ.
Красноармейскинче «Трак керамики» кирпӗч савутне тӑвасси пирки пӗлетӗр пулӗ — ӑна утӑ уйӑхӗнче никӗслеме пуҫларӗҫ.
Ҫак кунсенче вара ӗҫ епле пынипе паллашма Италирен килнӗ хӑнасем килсе кайрӗҫ. Вӗсене хапӑл туса йышӑнса Красноармейски районӗн администраци пуҫлӑхӗ В.В. Александров кӗтсе илчӗ. Пулас предприятин директорӗпе Д.Н. Угасловпа, «ТУС» АХО тӗп директорӗн ҫумӗпе А.Л. Матвеевпа вырӑна пӗрле ҫитсе ӗҫ мӗнле пынипе кӑсӑкланчӗҫ. Килнӗ килнех — пулас савутӑн ыйтӑвӗсене те кӑшт-кашт сӳтсе яврӗҫ.
Ҫӗнӗ предприяти пуҫаруҫисем унти кирпӗч пахалӑхлӑ пуласса, вӑл ыттисен хушшинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнасса шанаҫҫӗ. Чи кирли вара — выранти халӑха ӗҫпе тивӗҫтересси.
Унӑн ӗҫне район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсемсӗр пуҫне ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, районти предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертӳҫисем, Трак енри шкулсен директорӗсем хутшӑннӑ.
Лару кун йӗркине 9 ыйту кӗртнӗччӗ. Пӗрремӗшпе — «ЧР Красноармейски районӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗн статусӗн положенийӗ ҫинчен» ыйтупа район пуҫлӑхӗ В. Григорьев, «ЧР Красноармейски район бюджетӗнче муниципаллӑ служба должноҫӗнче тӑман, анчах должноҫе пурнӑҫлакан ӗҫченсен тӑкакӗсене хак парасси ҫинчен», «Красноармейски районӗн муниципаллӑ службӑн должноҫӗсене улӑштарнӑ чухне квалификаци требованийӗсене улшӑнусем кӗртесси ҫинчен», «Муниципаллӑ служащисем квалификаци экзаменӗсене парас йӗркен положенийӗсене ҫирӗплетесси ҫинчен» ыйтусемпе райадминистрацин юридици пайӗн ертӳҫи А. Павлов, «Красноармейски районӗнче бюджетпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе дотацие улӑштарас енӗпе кӑштах улшӑнусем кӗртес ҫӗрте хушма нормативсемпе усӑ курасси ҫинчен», «Красноармейски район администрацийӗнче рабочи профессине пурнӑҫлакан ӗҫченсен ӗҫ укҫин условийӗсене ҫирӗплетесси ҫинчен», «Район депутачӗсен Пуху ларӑвӗн 2005 ҫулхи юпан 31-мӗшӗнчи йышӑнӑвне хушӑмсем кӗртесси ҫинчен», «Район депутачӗсен Пухӑвӗн 2011 ҫулхи ҫӗртмен 14-мӗшӗнчи С-6-5 номерлӗ йышӑнӑвне хушӑмсем кӗртесси ҫинчен» ыйтусемпе район администрацийӗн финанс пайӗн начальникӗ Р.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |